Лебедев Валериан Степанович — совет саманин тата Раҫҫейӗн чӑваш театр актёрӗ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1977), Чӑваш ССР халӑх артисчӗ (1991). К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ.
Валериан Степанович Лебедев Чӑваш АССР шутне кӗрекен Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
1948–1949 ҫулсенче Ишлей районӗнчи культура ҫуртӗнче инструктор-массовик пулса ӗҫленӗ.
1953 ҫулта Киеври патшалӑх консерваторийӗ ҫумӗнчи музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1961 ҫулта А. В. Луначарский ячӗллӗ Театр ӳнерӗн патшалӑх институтне (ГИТИС) вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл СССР халӑх артисчӗ В. А. Орлов профессор ертсе пыракан чӑваш студийӗнче вӗреннӗ.
1954 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӗҫленӗ.
1969–1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ.
1999 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи актёр ӗҫне театрӑн музыка пайӗн заведующийӗн ӗҫӗпе пӗрлештерсе пынӑ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер пулса ӗҫленӗ.
Валериан Степанович Лебедев 2011 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Валериан Лебедев хӑйне евӗрлӗ, ҫутӑ пултарулӑхлӑ актёр пулнӑ. Вӑл тӗрлӗ жанрсемпе стильсенче ӗҫленӗ, анчах та камитпе кулӑшла рольсенче уйрӑмах палӑрнӑ. Унӑн артист ӑсталӑхӗнче ҫивӗч характерлӑх, сӑнарсен витӗмлӗхӗ тата энергетика палӑрса тӑнӑ.
Музыка енӗпе профессиллӗ пӗлӳ илни тата музыка театрӗнче ӗҫлесе пухнӑ опыт драма сцени ҫинче питӗ аван пулӑшнӑ. Вӑл музыкӑн аталану логикине те, драма спектакльне лартас саккунсене те питӗ лайӑх ӑнланнӑ.
Вӑл нумай спектакле музыка енчен илемлетнӗ.
Актёр республикӑри ӳнер пултарулӑхне тата халӑх театрӗсене пысӑк пулӑшу панӑ. В. И. Чапаев ячӗллӗ савутӑн арҫынсен хорӗ вӑл ертсе пынипе халӑх хорӗн ятне тивӗҫнӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 